Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫемье ҫулталӑкӗ

Вӗренӳ
Legion-Media сӑнӳкерчӗкӗ
Legion-Media сӑнӳкерчӗкӗ

Мускавра пурӑнакан Тепляковсен тата тепӗр ачи сакӑр ҫулта Мускаври патшалӑх университетне вӗренме кӗресшӗн. Лейя Теплякова патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Хӗрӗн малашлӑх ӗмӗт-шухӑшӗ пирки ачан ашшӗ Евгений Тепляковхӑйӗн «Учимся с Алисой» каналӗнче пӗлтернӗ.

Аса илтерер: Тепляковсен пӗр хӗрӗ, Алиса, 2021 ҫулта патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне вырӑс чӗлхипе, математикӑпа, биологипе тата информатикӑпа тытнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн ачан ашшӗ-амӑшӗ МПУн психологи факультетне вӗренме заявлени панӑ, анчах пӗчӗкскере бюджет уйрӑмне илмен. Ун хыҫҫӑн аслисем ачана унта укҫалла вӗрентсе кӑларма йышӑннӑ. Алиса пӗрремӗш сессире экзамен тытайман иккен, преподавательсем ача занятисене сиктернӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.

Ҫулталӑк каялла ачасен ашшӗ 10 ҫулти Алиса Теплякова тата унӑн 8 ҫулти шӑллӗ Хеймдалль ҫуллахи каникулта репетитор пулса ӗҫлес ӗмӗтлине пӗлтернӗ.

Тепляковсен ҫемйинче сакӑр ача — Алиса, Хеймдалль, Лейя, Терра, Айлунг, Фейлунг, Тесей и Сулейман. Вӗсен ашшӗ ҫемье ача пахчине йӗркеленӗ, унта пӗчӗккисене хӑй хатӗрленӗ меслетпе вӗрентет-мӗн.

 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалласа кӑҫал та «Ҫемйи конкурс» иртӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен иртекен планёркӑра пӗлтернӗ.

Конкурса кӑҫал улшӑну кӗртнӗ. Муниципалитсенче иртекен суйлав турне ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗччен йӗркелемелле. Унччен ку тапхӑра юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тесе палӑртнӑ пулнӑ. Муниципалитетсенчи финал утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен иртмелле. Финала тухнисен ӑмӑртӑвне Амӑшӗн кунӗ тӗлӗнче йӗркелесе 5 ҫемьене суйласа илӗҫ, вӗсенчен пӗри «Ҫулталӑк ҫемйи» ята тивӗҫӗ.

Конкурса мӑшӑрланса 10 ҫултан кая мар пурӑнакан, икӗ е унран ытларах ача ӳстерекен ҫемьесем хутшӑнайӗҫ.

 

Раҫҫейре
Чувашский.край страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чувашский.край страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Тӑвай районӗнчи Алексей тата Анна Андреевсем хӑйсем ҫемье ҫавӑрнине Мускавра уявлама йышӑннӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗп хулинче, унти ВДНХри «Раҫҫей» куравра, мӑшӑрланнӑ.

Туя ҫамрӑксем хамӑр халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттернӗ.

Ҫамрӑк мӑшӑра пурнӑҫри паллӑ пулӑмпа Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов саламланӑ. Вӑл вӗсене ҫемьере килӗшӳпе ҫураҫу суннӑ. Шупашкар хулин элемӗллӗ парнепе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_14544
 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин вице-спикерне Анна Кузнецовӑна чӑваш юмахӗсен кӗнекине парнеленӗ.

Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Ҫемье ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта республикӑри 300 ытла ҫемье пуҫтарӑннӑ. Тӳре-шара та пулнӑ: Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова, Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Анна Кузнецова.

Мероприятие хутшӑннӑ Чӑваш кӗнеке издательстви Анна Кузнецовӑна чӑваш халӑх юмахӗсен «Ключи от счастья» кӗнекине парнеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall391792345_5474
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 09

1777
249
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1917
109
Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1979
47
Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ.
1996
30
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ.
2012
14
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ